Елчӗк хӗрӗ ҫухални пирки Евгений Карсаков тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнри хӑйӗн страницинче паян хыпарланӑ.
Пост авторӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Дана Сергеевна Чернева 2003 ҫулхи раштавра Елчӗкре ҫуралнӑ. Евгений Карсаков хӗр ӑҫта пурӑннине те туллин кӑтартнӑ.
Пике килтен кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехет те 30 минутра тухса кайнӑ-мӗн. Ҫав кун вӑл сӑран хура куртка, хура футболка, хура джинс шӑлавар, лакпа витнӗ хура пушмак тӑхӑннӑ.
Ҫухалнӑ хӗр 150 сантиметр ҫӳллӗш иккен, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура, вӑрӑм. Пичӗ ҫинче тур паллисем пур.
Евгений Карсаков «Контактри» хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, Дана Чернева унччен килтен тухса кайса ҫӳремен. Пикене кам та пулсан, ӑҫта та пулин курнисене вӑл пӗлтерме ытйнӑ.
Пӗрисем Хӗрлӗ кӗнекери ҫӗлене сутасшӑн пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче хыпарланӑ. Унта ҫӗлен хакне, сутуҫӑсен телефонӗсене кӑтартнӑ. Сайта кирек кам та кӗрсе пӑхма пултарнӑ.
Хӗрлӗ кӗнекери ҫӳхе хӳреллӗ полоза сутакансен пӗлтерӗвне Патӑрьел район прокуратури асӑрханӑ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн сайта ӗҫлеттермелле мар тума ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ надзор органӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
Полоз, сӑмах май, кӑнтӑрта пурӑнать. Вӑл наркӑмӑшсӑр ҫӑткӑн ҫӗлен шутланать. Ӑна Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Ҫавӑнти чӗрчунсен списокӗнче ӑна 219-мӗш номерпе шута илнӗ. Хӗрлӗ кӗнекери чӗрчунсене сутнӑшӑн Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗпе явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Пӳкасси ялӗнчен инҫе мар вырӑнта ӗнер пушар тухнӑ.
Кун пирки Галина Миллина ятлӑ ҫын «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ.
Хӗрлӗ автан алхаснине автор «Вятка» автомобиль ҫулӗпе иртсе пынӑ чухне, Мӑн Пӳкасси ялӗ тӗлӗнчерехре, асӑрханӑ. Ним пулман пек малалла вирхӗнмен — пушарпа кӗрешекенсене систернӗ.
Лешсем, пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрах кӗттермен — вырӑна васкавлӑн ҫитнӗ.
Ҫулӑма асӑрханисем те инкек вырӑнне вссканӑ. Галина Миллина ҫырнӑ тӑрӑх, ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ-мӗн. Ҫавӑ ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫсем айӗнчех алхаснине кура вӑрман хыпса илме пултарнӑ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушар машини ҫулӑма сӳнтернӗ.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ флешмоба хутшӑнма сӗннӗ.
Унта хутшӑнас тесен хамӑр юратакан чӑваш сӑвӑҫин хайлавне (сӑввине) «Контактра» страницӑра вырнаҫтармалла, #ман_юратнӑ_сӑвӑ хэштег лартмалла.
Ҫакна ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.
Ҫак флешмоб хамӑр тахӑҫан юратса вуланӑ чӑваш сӑвӑҫисен пултарулӑхне аса илме май парасса, чӑвашла вулаттарасса, «Контактра» сайтра чӑвашла илемлӗ постсен йышне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
«Пирӗн чӗлхе — тӗлӗнмелле илемлӗ те ҫепӗҫ. Вӑл кулленхи калаҫура та, юрӑ-сӑвӑра та ҫав тери килӗшӳллӗ янӑрать. #ман_юратнӑ_сӑвӑ флешмоб ҫакна тепӗр хутчен ҫирӗплетӗ кӑна», — тесе ҫырнӑ пуҫаруҫӑсем.
Владимир Шинжаев юрӑҫ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш эстрада юрӑҫисем Пушкӑртстанри ял-хулара кӗҫех концерт кӑтартса ҫӳрӗҫ. «Пушкӑртстанра пурӑнакан туссем-чӑвашсем, сире пирӗн концертсенче кӗтетпӗр», — тесе ҫырнӑ юрӑҫ.
Афишӑна курнисенчен пӗри, «Киремет» ушкӑн, «Алена Силпипе «Нарспи» поэмӑри Силпи чӑваш ялне пит аван пӗлетпӗр. Ку Алена Сильпийӗ кам пулчӗ тата?!» — тесе йӗпленӗ.
Ҫапла ҫырнине сӳтсе явакансенчен пӗри афишӑна вырӑсла ҫырнӑран унта хушамат-псевдонима вырӑслатнӑ тесе ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа Сильпи тесе ҫавӑрттарнӑ тесе пӗтӗмлетнӗ. Тепри тата Дипендри Мани чӑнах та Непалӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ-ши е Владимир Шинжаев шухӑшласа кӑларнӑ-ши тесе иккӗленнӗ-аптӑранӑ.
Тӗнче тетелӗнче, уйрӑмах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче, чӑвашла ушкӑнсем юлашки ҫулсенче йышланса кайнине ырламалла кӑна. Вӗсенчен хӑшӗсене журналистсем тытса пыраҫҫӗ, теприсене — юрӑҫсем. Хастар ҫамрӑксем те ун пек пабликсене йӗркелеҫҫӗ.
Ҫавӑн пек ушкӑнсенчен пӗринче Алексей Шадриковӑн «Хыт хура» юррине вырнаҫтарнӑ. Ҫӳле: «Ҫӗнӗ юрӑ», — тесе ҫавӑрттарса хунӑ.
Юрӑри «Ах, мӗн-ма-ши ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере
Пире валли пӗр чӗптӗм те телей ҫук?..» текен икӗ йӗркене вуласан пӗр 15 ҫул каялла, тен, ытларах та пулӗ, хам юратса итлекен тата ӑшӑмра ӗнӗрлекен юрра аса илтӗм.
«Пуҫа ҫума ҫумӑр шывӗ пуҫтарам.
Ӑш ҫуннине ҫӑл шывӗпе пусарам.
Ҫумӑр сивӗ сиплӗ теҫҫӗ, ӗҫме ҫук.
Ҫӑл шывӗнчен уҫӑраххи ним те ҫук», — паян та манӑҫман юратнӑ юрӑ сӑмахӗсем. Ӑна Светлана Асамат шӑрантаратчӗ.
Паянхи ҫамрӑксемшӗн тата Алексей Шадриков юрӑҫ репертуарӗшӗн вӑл юрӑ, чӑн та, ҫӗнӗ пулӗ. Анчах пирӗншӗн, аслӑраххисемшӗн, палланӑскер.
Шӑп та лӑп чӗрӗк ӗмӗр каялла, 1994 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫей .RU наци доменне илнӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫей почти ятарлӑ марка кӑларнӑ. Унӑн номиналӗ — 32 тенкӗ. Виҫи — 37×37 мм. Ҫӗнӗ маркӑна 135 пин тиражпа пичетленӗ. Марка ҫине Раҫҫейӗн наци доменне ӳкерсе хунӑ. Маркӑн дизайнер-художникӗ — С. Капранов.
Федерацин ҫыхӑну агентствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, .RU домена InterNIC пӗтӗм тӗнчери центр регистрациленӗ. Домен администраторӗ — РосНИИРОС (чӑв. Раҫҫейӗн общество ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ). СССР арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсен доменӗсене 1992 ҫулта Литва, Эстони, Грузи тата Украина илнӗ, 1993 ҫулта – Латви тата Азербайджан.
.RU доменӑн капашсӑр аталанӑвӗ 2006-2008 ҫулсенче пулса иртнӗ.
Хусанта пурӑнакан, Инстаграмра «Чӑваш пики» аккаунта чӑн чӑвашла тытса пыракан Ксения Романова хаҫат-журнал сайра вуланине пытарман. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсен чӗлхи йывӑр. Хӑй вара ансат чӗлхепе ҫырма тӑрӑшать.
Ксения Романова —«Тутарстанри чӑваш пики — 2016» и «Раҫҫей чӑваш пики — 2016» ятсене тивӗҫнӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аталан» юхӑмне йӗркелеме те хутшӑннӑ.
Инстаграмри аккаунта чӑвашла тытса пыма пуҫличчен вӑл тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи сахаллинне асӑрханӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче туссем пӗр-пӗринпе тӑван мар чӗлхепе ҫыру ҫӳретни пирки шухӑша кайнӑ.
Тутарсен блогерӗпе Ринат Галиахметовпа паллашнӑ хыҫҫӑн хавхаланса кайса чӑвашла аккаунт йӗркеленӗ.
«Чӑваш пики» страницӑна тытса пырассине блогер ӗҫ вырӑнне хурса йышӑнать.
Шупашкарти халӑх хастарӗ Юрий Шакеев ӗнер пикета тухнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗ умне плакатпа пырса тӑнӑ. Унта ӗнер Шупашкра хулин иртнӗ сӳлхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ. Плакат ҫине хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова тата Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева отставкӑна кайма ыйтса ҫырнӑ. «Достал! Устали! Тепре куриччен! Отдыхай! Прощай!» — тесе шӑрҫаланӑ.
Александр Белов журналист ҫырнӑ тӑрӑх, хула мэрийӗ умӗнче пакунлисем йышлӑ пулнӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, Юрий Шакеев Фейсбукра Алексей Ладыкова хирӗҫле постсем час-часах лартать.
Юрий Шакеев ятлӑ ҫын камне пӗлес тесе тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен rusprofile.ru сайтра Юрий Алексеевич Шакеев ятлӑ усламҫӑ ячӗ тухать. Вӑл — 4 компани учредителӗ, 5 компанин тӗп директорӗ-мӗн.
«Питӗрти политика» фонд Раҫҫейӗн регионӗсен ертӳҫисем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсемпе е5пле усӑ курнине тата ҫавсем пулӑшнипе епле ыйтусене татса панине тишкернӗ.
Медиа уҫлӑхра хастар кӗпӗрнаттӑрсен йышне Пушкӑртстан ертӳҫи Радий Хабиров лекнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Дагестан пуҫлӑхӗ Владимир Васильев. Виҫҫӗмӗш йӗркере — Татарстан президенчӗ Рустам Минниханов.
Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчи регионсенчен Чӗмпӗр облаҫӗ кӗпӗрнаттӑрӗ халӑх ушкӑнӗсенчи аккаунтсенчи хастарлӑх енӗпе виҫҫӗмӗш ушкӑна лекнӗ май танлаштарӑмра варринче. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев — тӑваттӑмӗш ушкӑнра. Тепӗр майлӑ каласан, унӑн хастарлӑхӗ вӑтам шайран пӗчӗкрех.
Инстаграмра Игнатьева 12,8 пин ҫын ҫырӑннӑ. «Питӗрти политика» фонд сӑнанӑ тӑрӑх, постсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ытла час-час вырнаҫтармасть. Пирӗн республика Элтеперӗ спртпа, уйрӑмах йӗлтӗрпе, тусли сисӗнет. Постсене тикшерсен йӗлтӗр фанатикӗ тесе те шухӑшлама май пур-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |